10.02.2022
В.И. Чапаев ятне эпир мĕн пĕчĕкрен
пĕлетпĕр. Вăл çуралнăранпа 135 çул çитрĕ. Çак паллă куна халалласа 5 класра
вĕренекенсемпе калаçу иртрĕ.
Калаçу вăхăтĕнче ачасем чаплă ентешĕн,
граждан вăрçи паттăрĕн тата унăн вăрçăри юлташĕсен пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе,
çапăçури хастарлăхĕпе паллашрĕç.
Шупашкар хулинчи Чапаев музейĕнче
„çулçÿревре” пулчĕç. Музей-комплексра пулса граждан вăрçи вăхăтĕнчи тачанкăна,
В.И. Чапаев буркине, кавалери çĕлĕкне, наган, „максим” пулеметпа паллашрĕç.
Юлашкинчен Нестер Янкас çырнă „Чапаев
вилĕмĕ” сăвă йĕркисене вуларĕç, паттăр çинчен хывнă юрăсене итлесе киленчĕç.
Просмотров всего: , сегодня:
Дата создания: 10.02.2022
Дата обновления: 10.02.2022
Дата публикации: 10.02.2022