24.12.2021
Чăваш çыннин пурнăçĕ нихăçан та
çăмăл пулман: мĕн ĕлĕкрен çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Çавăнпа пĕрлех савăнма
та вăхăт тупнă.
Пысăк ĕçсем вĕçленсен тĕрлĕ уяв
ирттернĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ паян кунчченех упраннă.
Хĕлле, кунпа çĕр танлашнă
вăхăтра, ирттерекен сурхури уявĕ çинчен итлесе пĕлчĕç 5 класра вĕренекенсем.
Сурхури вăхăтĕнче чăвашсем тем
тĕрлĕ сăрланса та тумланса килсем тăрăх çветке çÿренĕ, тарават кил хуçисене
пехиллесе хăварнă, „тимĕр пăрçасене” такмакласа питленĕ. Уяв эрне хушши пынă.
Сурхури ачисене килсеренех ырă çимĕç пама тăрăшнă. Вĕсене начар пăхсан
выльăх-чĕрлĕх хунамасть тенĕ. Çĕнĕ çул каçĕ хĕрсемпе каччăсем юмăç янă.
Сурхури уявĕн сăвви-юрри питĕ
пуян иккен. Калаçу вăхăтĕнче ачасем хăйсем вĕреннĕ юрăсен сăмахĕсене аса илчĕç,
уява ирттерме усă курнă япаласемпе апат-çимĕç ячĕсене каласа кăтартрĕç.
Сурхури уявĕ ырă сунăмлă пулнине
ăнланчĕç ачасем. Авалтан килекен уявăн хăйне евĕр пĕлтерĕшĕ, сăмахлăхĕ,
юрри-ташши, илемĕ пур çав.
Просмотров всего: , сегодня:
Дата создания: 27.12.2021
Дата обновления: 28.12.2021
Дата публикации: 24.12.2021