Чăвашсен малтанхи писателĕ, историкĕ тата этнографĕ

14.12.2021

     Кашни халăхăн хăйĕн мухтавлă çыннисем пур. Вĕсемпе эпир тивĕçлипе мăнаçланатпăр, ытти халăх çыннисемпе тĕл пулсан: „ Пирĕнтен çавă-çавă тухнă”,- тетпĕр.

     Чăваш халăхĕн паллă çыннисен списокĕ тем вăрăмăш. Халăх культурине, литературине, искусствине çĕклеме вăй хунă çынсем хушшине С.М.Михайлова кĕртетпĕр.

    С.М.Михайлов - чăвашсемпе çармăссен паллă çыравçи, этнографĕ, фольклорисчĕ, историкĕ. Вăл тăван халăха ытти халăхсемпе тан тăвассишĕн, унăн культурине хăпартассишĕн, ăна çутта кăларассишĕн, унăн литературипе ÿнерне аталантарассишĕн нумай вăй хунă.

      Раштав уйăхĕнче чăвашсен пĕрремĕш историкĕ, этнографĕ çуралнăранпа 200 çул çитет. Аслă классенче вĕренекенсем унăн пултарулăхĕпе, ĕçĕсемпе паллашрĕç, бюллетень, кроссворд, пуçватмăш хатĕрлерĕç.

     Пирĕншĕн вăл çутă пайăрки, ырă тĕслĕх пулса тăрать. Спиридон Михайлов пек таса чунлă, ырă кăмăллă, ĕçчен, пултаруллă пуласчĕ. Хочу такой сайт

 

      Егорова Т.А.

Просмотров всего: , сегодня:

Рейтинг: . Оценили: .

Дата создания: 15.12.2021

Дата обновления: 16.12.2021

Дата публикации: 14.12.2021

Наверх
1

Функционал «Мастер заполнения» недоступен с мобильных устройств.
Пожалуйста, воспользуйтесь персональным компьютером для редактирования информации в «Мастере заполнения».